Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ

Ӳнер
Доклада сӳтсе явнӑ самант. Автор сӑнӳкерчӗкӗ
Доклада сӳтсе явнӑ самант. Автор сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ шӑматкун ЧР Наци библиотекинче Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн (ЧӲП) 11-мӗш съезчӗ иртрӗ.

ЧӲП правленийӗн председателӗ Наталия Соловьева туса ирттернӗ ӗҫ ҫинчен пӗтӗмлетӳллӗ доклад турӗ. Вӑл союз йӗркеленӗ куравсем, пленэрсем, экскурсисем тата ытти мероприятисем ҫинчен каласа пачӗ.

Ҫитес ҫул пӗрлӗх пӗтӗмлетӳллӗ курав йӗркелесе хӑйӗн 30 ҫулне паллӑ тӑвӗ.

Доклада сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ: Николай Енилин, Василий Кузьмин, Валентин Федоров, Владислав Зотиков, Николай Балтаев, Николай Толстов, Инна Лялина тата ыттисем.

Правлени ӗҫне ырланӑ, вӑл тивӗҫтерет тесе йышӑнчӗҫ.

Малалла хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен Ревкомисси отчет турӗ.

Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ЧӲП ретне икӗ ҫӗнӗ художника — Георгий Кулешовпа Татьяна Ткаченкона — йышӑнчӗҫ.

Паллӑрнӑ ӳнерҫӗсене Хисеп хучӗсемпе дипломсем пачӗҫ. Хисеп ячӗсемпе наградӑсем пама тивӗҫлӗ кандидатурӑсене тӑратрӗҫ.

ЧӲП правленийӗн ҫӗнӗ йышне 7 ҫынна суйларӗҫ. Тата виҫҫӗшне Ревкомиссие кӗртрӗҫ.

ЧӲП правленийӗн председателӗ пулма тепӗр хут Наталия Соловьевӑна шанса пачӗҫ.

 

Ӳнер
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ вернисажри художниксен ушкӑнӗ. Наталия Соловьёва тунӑ сӑн
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ вернисажри художниксен ушкӑнӗ. Наталия Соловьёва тунӑ сӑн

Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче, Хусанкай урамӗн 20-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Ҫуркунне ҫитсен» чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Пултарулӑх куравне ҫавӑн пекех хӗрарӑмпа ҫемьене халалланӑ.

Ҫуркуннеччен тата икӗ эрне юлать пулин те вернисаж Сретени православи уявӗн кунӗнче, хӗллепе ҫуркунне тӗл пулнӑ кун, иртнӗ. Кӑнтӑрла хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатать, унӑн пайӑркисем айӗнче юр ирӗлет. Ӳнерҫӗсем вара «Ҫуркунне шӑрши кӗрет!» тесе савӑнатчӗҫ.

Киҫтӗкпе каскӑч ӑстисене Общество палатин тата Чӑваш наци конгресӗн президиум пайташӗ Тимӗр Тяпкин, ЧХП председателӗ Наталия Соловьёва тата ыттисем саламларӗҫ.

Экспозицине ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗн Вагиз Камалетдиновӑн, Валентина Илемӗн, Любовь Романовӑн, Анатолий Кокель-Шурутӑн, Сергей Блохинӑн ӗҫӗсене, Константин Ефимовӑн кӳлеписене тата ытти авторсен ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ.

Курава чаплӑн уҫнӑ хыҫҫӑн ӳнерҫӗсем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Яланхи пекех, ҫӗнӗ ӗҫсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗринпе профессилле туслӑ калаҫу ирттернӗ. Пултарулӑх пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ӳнер сезонӗ ҫапларах уҫӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/7209.html
 

Чӑвашлӑх Л. Балтаева ӗҫӗсем: «Пинеслу», «Хӗвел», «Асан Паттӑр» триптих // Т.Акташ сӑнӗ
Л. Балтаева ӗҫӗсем: «Пинеслу», «Хӗвел», «Асан Паттӑр» триптих // Т.Акташ сӑнӗ

Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» гарелейинче «Халӑха юратса» курав ӗҫлет — Тимӗр Акташ журналист хыпарланӑ тӑрӑх ӑна Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫнӑ.

Ӳнерҫӗсем курав лаптӑкӗ пӗчӗк пулнипе пӑшӑрханчӗс пулин те унта чылай кӑсӑклӑ ӗҫ вырнаҫнӑ. Хӑйсен ӗҫӗсене Праски Витти, Николай Енилин, Петӗр Пупин (ҫак кунсенче юбилей паллӑ турӗ), Владимир Агеев, Юрий Матросов, Владислав Зотиков, Валентин Фёдоров, Владимир Шведов, Людмила Балтаева, Арина Перцева, Валентина Илем тата ыттисем тӑратнӑ.

Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ку курава Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерствинчен Сергей Казаков ҫеҫ килнӗ, анчах сӑмах тухса каламан. Ӳнерҫӗсене салам сӑмахӗпе наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Михайловна Старикова саламланӑ.

Пӗлме: Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 1993 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхне кӗрекен ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнӗ чӑвашлӑх теми ҫине таянса ӗҫлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ вӗсен ӗҫне ырламан пулин те ҫӗнӗ ӳнер пӗрлӗхӗ хӑйӗн ятне паянхи куна таран илсе ҫитернӗ. Такӑнтаракансем чылай пулнӑ пулин те Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать: тӑтӑш куравсем ирттерет, ҫав шутра чикӗ леш енче те.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 01

1896
129
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
95
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
92
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
67
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ